Вӑхӑт — Талккӑш

 

2928Ялан пӗр апат йӑлӑхтарать.Ялан — Хушӑран
2929Ялан пӗр юрӑ хӑлхана йӳҫӗтет.Ялан — Хушӑран
2930Ялан пур урапа та пӗр йӗрпех чупмасть теҫҫӗ.Ялан — Хушӑран
2931Ялан ҫуллӑ пӑтӑ пулмасть.Ялан — Хушӑран
2932Ялан ҫуллӑ пӑтӑ ҫимелле мар, хӑш чухне хыт ҫӑкӑр та кышлас пулать теҫҫӗ.Ялан — Хушӑран
2933Ялан тутлӑ ҫимӗҫ те йӑлӑхтарать.Ялан — Хушӑран
2934Ялан хирӗҫ мар, хушӑран майлӑ та шӑлас пулать.Ялан — Хушӑран
2935Ялан ытпа мар, тӗкел те пулать.Ялан — Хушӑран
2936Ялан Ялахви мар, хушӑран Хурахви те тӗл пулать.Ялан — Хушӑран
2937Ялан янтипе пурӑнма ҫук.Ялан — Хушӑран
2938Ялан ятлаҫнипе япала янтӑлаймӑн.Ялан — Хушӑран
2939Ялан яшка йӑлӑхтарать, тепӗр чух шӳрпе те ҫиес килет.Ялан — Хушӑран
2940Ялан яшлӑх мар, ватлӑх та персе ҫитет.Ялан — Хушӑран
2941Яланах иртнине ан асӑн.Ялан — Хушӑран
2942Яланах йӗпе-сапа тӑмасть, уяр та пулать.Ялан — Хушӑран
2943Яланах каланӑ пек пулмасть.Ялан — Хушӑран
2944Яланах ҫӑварни мар, типӗ те килет.Ялан — Хушӑран
2945Яланах ҫын йӑпатнипе пурӑнаймӑн теҫҫӗ.Ялан — Хушӑран
2946Яланах хурланса ҫӳресен шурӑ та хуран курӑнать.Ялан — Хушӑран
2947Яланах чӑн пупле, сана пур ҫӗрте те ҫул уҫӑлса пырӗ.Ялан — Хушӑран
2948Яланах чӑннипе ҫӳрекен чӑн ҫӗрте ыр курать.Ялан — Хушӑран
2949Яланах ял куссине кусаймӑн.Ялан — Хушӑран
2950Яланпи илемӗ те ялана пымасть.Ялан — Хушӑран